Ака уйӑхӗн
22-25-мӗшӗсенче "Чебурашка" ача сачӗнче чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ. Эрне
тӑршшӗпех воспитательсем ачасене чӑваш йӑли- йӗркипе, тумӗ- эрешӗпе
паллаштарчӗҫ, чӑваш чӗлхине упрамалли, тӑван чӗлхепе калаҫмалли ҫинчен
ӑнлантару ӗҫӗсем туса ирттерчӗҫ.
Паян вара, ака уйӑхӗн
25- мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Пӗчӗкскерсем савӑнсах чӑвашла юрӑсем юрларӗҫ,
сӑвӑсем вуларӗҫ, тӗрлӗрен чӑваш вӑййисене вылярӗҫ. Чӑваш тумӗсем тӑхӑннӑ пӗчӗк
хӗр пӗрчисем хӳхӗм ташӑ парнелерӗҫ. Вăтам ушкăна çӱрекенсем «Акатуй йặли –йĕркине
кặтартса пачĕç. Аслӑ ӳшкӑнри ачасем вара "Ҫарӑк" юмаха питӗ ӑста
выляса кӑтартрӗҫ
Ачасене тӑван культурӑна, чӗлхене хисеплеме пӗчӗкренех вӗрентсе ӳстерес тӗллеве пурнӑҫласчӗ.