Аваллăхсăр малашлăх çук

Аваллăхсăр малашлăх çук

       «Аваллăхсăр малашлăх çук» тенине асра тытса ĕçлеççĕ Елчĕк округĕнчи «Чебурашка» ача садĕнче. Акă, чăвашсене çутта кăларакан просветитель И.Я.Яковлев175 çул тултарнине халалланă  чăваш чĕлхи эрни те вĕçленсе пырать.

      Кашни кунах аслă патриархăмăра халалланă мероприятисем иртрĕç ача садĕнче.Кĕçĕн ÿсĕмри ачасем чăваш теттисемпе, вăййисемпе паллашрĕç. Аслă тата вăтам ÿсĕмрисем авалхи чăваш тĕррин орнаменчĕсене ÿкерчĕç, масмак ăсталарĕç. «Çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах çĕр-шывĕ»,-тесе каланă Иван Яковлевич Чăваш çĕр-шывĕ çинчен.       Çакна асра тытса садикра чăваш юрри-сăвви конкурсĕсем иртрĕç. Яковлев калавĕсене, юмахĕсене итлени ачасене питĕ килĕшрĕ.

      Ачасене, ашшĕ-амăшсене Аслă Вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас тĕллевпе ача садĕнче куçса çÿрекен стенд хатĕрленĕ. Вăл кашни ушкăнрах пулса ачасен пĕлĕвне, тавракурăмне аталантарчĕ. Чăвашлăх эрни ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Асанне патĕнче хăнара» ятлă пысăк уявпа вĕçленет. Ырă сунса кĕтетпĕр.