Мăнкун – чи çутă та савăнăçлă уяв. Çак кун хĕвелĕ те ташласа тухать теççĕ халăхра. Мăнкун - çурхи уяв, кĕçех йывăç-курăк, çарансем чĕрĕлессе, хирте тырпул çитĕнессе, кайăк-кĕшĕк савăнса юрласса, ăшă та ырă тÿпе айĕнче ача-пăча савăнса вылясса пĕлтерет.
Ача
садĕнче мăнкун уявне ирттерни питĕ
пĕлтерĕшлĕ те курăмлă. Ачасем пĕчĕкренех
тăван халăх культурине пĕлсе ÿсеççĕ.
Кĕçĕн ушкăнри ачасемпе ĕçлекен Мудрецова
О.Н. шăпăрлансене мăнкун уявĕ çинчен
каласа пачĕ. Ольга Николаевна ачасене
Христос чĕрĕлсе тăнин уявĕ эрнипех
пынине пĕлтерчĕ. Çак эрнере кашни кунах
пĕр-пĕрне сывлăх суннă май «Христос
чĕрĕлнĕ» темелле, çавна май хирĕç «Чăн
чĕрĕлнĕ» тесе хуравламаллине, çавăн
пекех пĕр-пĕрне хĕретнĕ çăмарта памаллине
ăнлантарчĕ. Воспитатель ачасемпе пĕрле
çăмарта çĕмĕрмелле вылярĕç, хутран
касса кăларнă çăмартасене сăрласа
илемлетрĕç.