Паян кĕçĕн çăварни!
Пурте килĕр уява
Сивĕ хĕле ăсатма
Çуркуннепе савăнма.
Паян пирĕн уявра
Пĕтĕм халăх хăнара.
Тăвайккинчен ярăнар,
Икерчине тутанар,
Чаплă тавар туянар,
Пĕрле вăйăсем выляр,
Çăварние ăсатар.
Чир-чĕр кайтăр,
Сывлăх пултăр,
Турă патăр тивлетне
Ырлăх патăр, сывлăх патăр.
Пÿлме тулли тырă пултăр,
Карта тулли выльăх пултăр.
Вĕлле тулли хурт кĕрлетĕр.
Сак çи тулли ывăл-хĕр лартăр.