«Чебурашка» ача сачĕнче чăваш чĕлхи эрни иртет

«Чебурашка» ача сачĕнче  чăваш чĕлхи эрни иртет

 

                       

  «Чебурашка» ача сачĕнче çулсеренех чăваш чĕлхи эрни ирттересси йăлана кĕнĕ. Ăна уявласси чăваш халăхне çутта кăлараканĕн, чăваш çырулăхне йĕркелесе яраканĕн Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕпе çыхăннă. Ку эрнере эпир мĕн пур мероприятисене чăвашла ирттеретпĕр: савăнăçлă вăйăсем выляттаратпăр, И.Я. Яковлев çинчен каласа паратпăр, чăваш тĕрри-эрешĕпе паллаштаратпăр. Эрне хушши пыракан мероприятисен пĕлтерĕшĕ ачасемпе çитĕннисене чĕлхе тата халăх историне аса илтерни кăна мар, туслăх туйăмне çирĕплетме, пĕр-пĕрне ăнланма тата пулăшса пыма хăнăхтарать.

  Ушкăнсен пӳлĕмĕсенче тăван чĕлхепе культура кĕтесĕ пур. Унти наци тумĕсемлĕ пуканесемпе выляма ачасем питĕ юратаççĕ. Чăваш писателĕсемпе поэчĕсен кĕнекисем те пур: К. Вишневскаян «Асанне юррисем», Петĕр Ялкирĕн «Ача садĕнче», И.Я. Яковлевăн «Утăра» тата ыт. те. Ачасене чăваш халăх сăмахлăхĕпе паллаштарас тесе кӗнеке кӗтесӗсем хатĕрлерĕмĕр: «Чăвашсен ḉи-пуḉӗ», «Тупмалли юмахсем», «Ваттисен сăмахĕсем», «Сăпка юррисем», Петĕр Ялкирĕн «Ача садĕнче», И.Я. Яковлевăн «Утăра» кӗнекесем пур. Çаксемпе пĕтĕмпе эпир ачасемпе режимлă самантсенче халăх пултарулăхĕпе паллаштарнă чухне усă куратпăр. Ачасене халăх культурипе паллаштарнă вăхăтра усă куракан тепĕр меслет – вăйăсем. Ача-пăча вăййисем урлă чи кĕçĕннисем те халăх кун-çулне пĕлме пуçлаççĕ. Вăйă ячĕсем те ĕлĕк çынсем мĕн ĕçлесе тата мĕнле кăмăл-туйăмпа пурăнни çинчен каласа параççĕ. Тĕслĕхрен, «Ухăран пемелле» «Лашалла», «Акара», «Чăхăлла», «Суккăр такалла», «Çивĕч пакшасем», «Пулăçсем», «Ялава сыхла», «Йĕппипе çиппи», «Юхан шывсем», «Çĕрĕ памалла», «Тинĕс хумханать» тата ытти вăйăсем те. Ачасем уйрăмах чупмалли-сикмелли хускануллă вăйăсене кăмăллаççĕ

Ачасем тĕрлĕ уявсем ирттернĕ чухне капăр çи-пуçа савăнсах тăхăнаççĕ. Уявсем пире туслăрах пулма, воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕсене ачасене тĕрĕс вĕрентсе ӳстерес ĕçре пĕрле канашласа ĕçлеме пулăшаççĕ.